 |
ЧĂВАШ ПОЭЗИЙĔН ВИРТУАЛЛĂ АНТОЛОГИЙĔ
Геннадий АЙХИ
Геннадий АЙХИ (вырăсла - АЙГИ)- паллă чăваш тата вырăс поэчĕ, куçаруçă. 1934 ç. Чăваш республикинчи Патăръел районĕнчи Çĕньялта (ялăн вырăсла-тутарла ячĕ - Шаймурзино) çуралнă. Патăръелĕнчи педагогика техникумĕнче, унтан Мускавра Литература институтĕнче вĕреннĕ. Институтне вĕренсе пĕтереймен - Борис Пастернакпа туслă пулнăшăн тата соцреализма хирĕçле сăвăсем çырнăшăн ăна малтан комсомолтан, унтан институтран та кăларса янă.
1950-мĕш çулсен вĕçнелле вырăсла çыра пуçлать, çав вăхăтрах тĕнче поэзине чăвашла куçарма пуçлать.
Мускавра çамрăк Айхин çÿçне каснă пулсан, Шупашкарта пуçне касма хатĕр пулнă, çавăнпа та çамрăк поэтăн тăван çĕршывне тавранасси пирки сăмах та пулма пултарайман. Сăмахран, Твардовскин "Василий Теркин" поэмин чăвашла куçарăвне Шупашкарта Айхи ятне кăтартмасăр пичетлеççĕ, Маяковскин "Йĕм тăхăннă пĕлĕчĕ" куçарнăранпа 50 çул иртсен тин тухать чăвашла. Çапла вара аслă поэтăмăр ĕмĕрне Мускавра ĕмĕрленĕ. Шупашкарта поэта хăйне çеç мар, кунти тус-юлташĕсене те хăй вăхăтĕнче самай тылланă.
Франци, Венгри, Польша поэзийĕсен антологийĕсене чăвашла куçарса кăларнă.
Тĕнчери чылай поэзи премине тивĕçңĕ. Совет Союзĕ тата унăн коммунизм идеологийĕ арканнă май, Айхие Раççейре те пичетле пуслаççĕ, Чăвашра та сумлăн чыслама пуçлаççĕ: чăваш халăх поэчĕн ятне параççĕ, Чăваш университетĕнче унăн пултарулăхне халалланă пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх конференцине ирттереççĕ.
Юлашки çулсенче, пурнăçне Мускавра ирттернĕ пулсан та, Айхи Шупашкара тăтăшах килсе çÿренĕ.
2006 ç. нарăс (февраль) уйăхĕнче йывăр чирлене хыççăн çĕре кĕнĕ. Сăвăçа, халалне шута илсе, тăван ялĕнчи масарта, амăшĕпе юнашар пытарнă.
"ЧĔРĔ ТĔВĔ" поэмăран
5
Питех сухал та тёксĕмлетнĕ,
çапах та камшăн та пулсан
пулас килет алла вĕрентнĕ
упа çури пек хушăран.
Эп хам вăя шанми пулсассăн,
вĕчĕхÿ çеç юн таппинче
хĕрхÿн йÿçмешкĕн пуçласассăн,
ÿт-тир сисмелĕх пит çинче
вĕри куçсен мускулĕсем
йывăрланса туртăннине те
туймалăхах пулса çитсен -
епле пулин те, кам патне те
пулин - каçпа е ирхине -
сăлтавсăр-мĕнсĕрех кĕресчĕ,
вĕри вителĕкÿ çине
çил шăнтнă пуçăмпа ÿкесчĕ.
Сан аллусен вĕрилĕхне
туясчĕ çеç... Вара - çитет те:
каллех пĕлетĕп - эс шанан.
Эс маншăн Атăл та, анне те,
çĕршыв пек кирлĕ эс мана.
1954-1956, Мускав
ГАЛИНА
1
Никам тути, никам чĕлхи те
ман пек калаймĕ сан ятна, —
çемçе те тикĕс, витĕр-витĕр
таса сассем тупса кăна —
тутан кашни хусканăвне те
пĕр тикĕс шутарса пырса,
чĕлхе-çăварăн ăшшине те
пĕр сивĕтсе, пĕр ăшăтса —
эп калаятăп çак ята...
Çапла, тен, суккăр çын тата:
чăр-чар чевĕлтетÿ илтсе,
юрланă кайăка курасшăн,
ун пÿ-сине, тĕсне пĕлсе,
сас хăватне ăнланаясшăн
тутисене хускаткалать...
Эп тĕлĕк витĕр туртăнатăп,
ăнран кайса пăшăлтататăп —
хам та сисмесĕрех — çапла.
Мĕнпÿр ÿт-пĕвĕм ыратни те,
пур хускану та ман — йăлтах —
вăл — сан ятна чĕр сывлăш витĕр
тупса пăшăлтатма анчах!..
1957
"ПУÇЛАМĂШĔ" поэмăран
1
Туятăп эп: ман пит синче
вĕри те сарлака куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене,— хĕвел хĕртсе
çÿхен çемçетнĕ çĕмĕрт пек
чĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.
Çапла куç сарăлать,çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче—
сарлакаланнă май, куçсем,
йывăрланса та юнăхса,
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.
Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар,—
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куçкеретех кăтартнă пек.
Çапла, вĕсем те, куçна май,
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.
Çапла, ĕне тирне сÿсен,
çав тир çинче, тÿнтер енче
ялтраççĕ канăçсăр тĕссем,
çиçсе, сÿнсе, куçа-куçа...
Çапла, шоссе таврашĕнчи
çул хĕрринчи кашни чулах
выртать управлăн та тирпейлĕн —
такам алли çинче выртса
киленнĕ пек. Анчах халь-халь
такам ăна вырăнĕнчен
тапратасран хăранă пек.
Каç çутинче лаç хыçĕнче,
типсе хуралнă вĕлтĕренлĕ
картишĕнче картан-картан
тирпейлĕн, шăппăн выртакан
шур кĕленче катăкĕсем —
таçта çула кайма тухса
канмашкăн чарăннă пек... Тапăр
халь-халь çула тухас пекех...
Пĕр тĕс те çук — лăплантарса,
эп ăнланса-пăхса канмалăх,
халь ман пĕр çавăнпа кăна
курас килет мĕн те пулин,—
ăнланмалли, хам тунă евĕр,
ман пулнă пек— ăнланмалли.
Эп çавăнпа кăна курасшăн
сана, сана — йăлтах, йăлтах, —
хама хам çухатса, манса,
курасшăн сан куçусене —
вĕç-хĕрсĕр пысăк пулнă евĕр
туйăнакан куçусене...
Пĕр вĕсенче çеç маншăн халь
ялтраççĕ эп ăнланмалли
чĕлтĕртетсе çунан тĕссем,
мана вĕсем асилтереççĕ
эп ывăнсан, куçа хупса,
таçта хамрах, хам витĕрех,
манрах çĕкленнĕ тĕссене
хам ăнланса тинкернине...
Эп сан куçусенче кăна
упрайăп вĕсене,— унта çеç
вĕсем пĕлтерĕç пурнăçа...
Туятăп эпĕ — аллăмсем,
ак, туртăнса йывăрланаççĕ,
çак туртăну, çак ырату
куçса пырать мĕнпур ÿте,
кăшт çурăм шăнăрне пушат çеç,
кăшт тайăн çеç — сана ыйха
туртма пуçлать... Кашни сĕвем,
ыратнипе йывăрланса,
ыраттарать — йĕри-тавра.
Вара йăлтах, мĕнпур ÿтре,
манра йăлтах — пĕр ырату.
Ман сăввăмсем те çавăнпа —
чĕлхесĕр пулнă ачана
çапсан, вăл вăрăм та илемсĕр,
хĕрÿллĕн кăшкăрнă пек çеç...
Илтетĕп эпĕ — сасăсем
пĕрне-пĕри шыра-шыра
туртăннине-кĕрленине.
Ту-сăртлă çĕрĕн, кăнтăр çĕрĕн
виç ĕмĕр пурăнан концерчĕ,
йăлт манăн пÿлĕме тулса,
çавăрăнать те силленет,
йĕрет те çапăнать хăватлăн,
лачкам шÿсе йывăрланать.
Анчах çак сас та, çак кĕрлев те,
хăй вайĕпе çеç туртăнса
хăй çеç пурăннипе, — ман чухлĕ,
ман вăхăт чухлĕ пурнаймасть...
Вара пăшăлтататăп эпĕ
хампа кăна... Çапах, çапах та,—
илтес килет ман урăх сас —
ĕшеннĕ йытă хăй ятне
ÿтпе туйса итленĕ пек.
1957
|
 |