 АРХИВ
ЧĂВАШ НАЦИ ЮХĂМĔН ПАЯНХИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ ПИРКИ ÇЫРНĂ УÇĂ ÇЫРУ
Чăваш.ру веб-сайтăн "Архив" пайĕнче тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çынсем çырнă тĕрле йышши документсем (статья, çыру, пуху йышăнăвĕ т. ыт. те) пичетленĕç. Çав документсем пурте халăх историйĕнче кашни хăй вăхăтĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.
Ĕнерхи кун ахрăмне туйман, иртнĕ çул çутине курман ăру - хăлхасăр, суккăр çын пекех. Çĕнĕ чăваш ăрăвĕсен, хăлхасăр та суккăр пулас мар тесен, чăваш шухăшлавĕн иртнĕ кун-çулне пĕлмелле.
Енчен те сирĕн аллăрта çавнашкал документ таврашĕ пур пулсан тата эсир унпа ыттисене паллаштарасшăн пулсан, тархасшан, Чăваш.ру редакцине ярса парăр - эпир ăна пичетлеме тăрăшăпар.
Паян пичетленекен Уççырăва авторĕсем - чăваш наци юхăмĕн ертÿçисем Атнер ХУСАНКАЙ тата ЛУКУÇ Йукур Кули - 2004 çулхи ака (апрель) уйăхĕнче çырнă. Шел пулин те, Чăвашра унтанпа лайăх енне нимĕскер те улшăнман.
Чăваш наци ирĕклĕхĕн юхăмĕ çĕнĕ тапхăрта хастарлăн ĕçлеме пуçланăранпа вунă-вунпилĕк çул иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Вăл вăхăтра тоталитаризм саманинче пурăнса ирĕклĕхшĕн тунсăхланă халăх хăйне хăй халăх пек туйма пуçлани, малашнехи пурнăç ирĕклĕ те йĕркеллĕ пуласса шанни халăха тĕлĕнмелле вăй парса пычĕ, мал ĕмĕтлĕ пулма хавхалантарчĕ. Çав вăхăтра, паллах, наци ирĕклĕхĕшĕн тăрăшакан, кĕрешекен организацисем те йĕркеленмесĕр тăма пултарайманах. Чăваш наци конгресĕ те çав саманара ирĕклĕх сывлăшĕпе хăват илсе пуçланса кайрĕ. Ăна пуçарса яракансем те асăннă тĕллеве шута илсе хавхаланнă, пирĕн халăх ирĕклĕ те хăватлă пултăр, тĕнчери ытти цивилизациллĕ халăхсен шутне кĕтĕр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ЧНК кĕске вăхăтрах халăхăн питĕ авторитетлă та сумлă организацийĕ пулса тăчĕ.
Чăваш наци ирĕклĕхĕшĕн тăрăшакан уйрăм çынсем, ушкăнсем тата организацисем, уйрăмах ЧНК, ырми-канми ĕçленине пула пирĕн тăван республикăра кĕске вăхăтрах экономикăра, политикăра, культурăра тата чăваш халăх менталитетĕнче историлле пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртрĕç. «Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен» калакан декларацине йышăнни, Федеративлă договора алă пусса çирĕплетни, «Чăваш Республикинчи челхесем çинчен», «Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕресем çинчен» калакан саккунсем тата ытти нормативлă актсем йышăнни, тоталитаризм саманинчи ертÿçĕсен коллективлă явапсăрлăхне пĕтерсе яваплă влаç тытăмне Президент должноçне кĕртсе тĕреклетни пирĕн республикăн тĕнчери статусне çĕклесе çÿллĕ шая хăпартрĕ.
Анчах та тĕрлĕ объективлă тата субъективлă сăлтавсене пула чăваш наци ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен юхăм пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пусăрăна пуçларĕ, унăн обществăри витĕмĕ чакнăçем чакса пычĕ. Çакăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ сăлтавĕ вăл, пирĕн шутпа, чăваш наци интеллигенцийĕ тăван халăха тивĕçлĕ шая çитиччен пиçсе çитменнинче, вăл халăхăн авангарчĕ пулса пĕтейменнинче, паянхи цивилизаци ыйтакан шайран юлса пынинче.
Çак çитменлĕхсемпе урăххисем усă курса политика влаçне ярса илчĕç те çÿлерех асăннă çитĕнÿсене сисĕнмелле мар майепен хавшатнăçем хавшатса пычĕç, хăйсене кирлĕ пек усă курма тытăнчĕç. Суверенитет çинчен калакан декларацие ним вырăнне хумасăр, республикăра пурăнакан халăха мар, Мускаври çÿллĕ вырăнта ларакан чиновниксене юраса, хăйсем декларациленĕ цивилизациллĕ процедурăсенех пăхăнмасăр, Чăваш Республикин Конституцийĕ текен Устав йышăнтарчĕç, республикăри чĕлхесем çинчен калакан саккуна хавшатнăçемĕн хавшатса пырса ăна мĕскĕнлентерсе ячĕç, чăваш патшалăхĕн тĕнчери статусне антарнăçемĕн антарса пычĕç, тата ытти, тата ытти те.
Республикăна ертсе пыракансен мĕскĕнле политикине пула чăваш патшалăхĕн политика статусе анчах мар, экономикăри тата ытти пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăвĕ те хавшанăçем хавшаса пычĕ. Паян Чăваш Республикин административлă территторийĕнче вырнаçнă харпăрлăхăн питĕ сахал проценче анчах хамăр патшалăхăн, хамăр халăхăн аллинче шутланса тăрать. Республикăра хамăрăн патшалăхăн влаç структурисем мар, Мускавран хушса тăракан влаç структурисем анчах хуçаланаççĕ. Чăваш халăхĕ вăл наци те мар, апла пулсан, паллах ĕнтĕ, тĕнче правипе килĕшÿллĕн, унăн патшалăх йĕркелеме те право пулма пултараймасть текен идеологие сарма тытăнчĕç.
Чĕлхесем хушшинчи танмарлăх ÿснĕçем ÿссе пырать. Чăваш чĕлхеллисем хамăрăн патшалăхрах дискриминаци тÿсеççĕ. Хăйĕн тăван çĕрĕнче, хăйĕн патшалăхĕнче халăхсен йышĕнче 70 процента яхăнах пурăнать пулсан та, бюджета тата патшалăхпа урăх сийри влаç структурисене тирпейлĕн те туллин налук тÿлесе тăрать пулсан та, çавна валли патшалăх условисем туса паманнине пула тăван халăх тăван чĕлхипе пурнăçăн нимĕнле сферинче те усă курма пултараймасть. Тепĕр енчен, пач урăхла, чăваш патшалăхĕ республикăра 20 процентран ытларах мар пурăнакан вырăс халăхĕн чĕлхишĕн, ăна аталантарассишĕн анчах тăрăшать, мĕнпур пек вĕренÿпе тата пĕлÿ парассипе çыхăннă система çавăншăн çине тăрса ĕçлет. Кунсăр пуçне тата чăваш чĕлхипе паракан информаци пространстви, анлăланса пырас вырăнне, хĕсĕннĕçемен хĕсĕнсе, мĕскĕнленнĕçемĕн мĕскĕнленсе пырать.
Çак асăннă япаласемпе чăваш патшалăхĕ хăех чăваш чĕлхине иртнĕ саманапа, мĕскĕнлĕхпе çыхăнтарса тÿнтерле сăнарлантарать те халăха хăйĕн тăван чĕлхинчен сивĕнтерет, чĕлхе тĕлĕшĕпе республикăра пурăнакан пĕр вырăс халăхĕн культне анчах сарать.
Пирĕн шутпа, çакăн евĕрлĕ тискер те тÿнтерле лару-тăру малашне обществăра социаллă хирĕçтăрулăх, нацисем хушшинчи конфликт патне илсе çитересси куçкĕрет-тăр, объективлă курăнсах тăрать. Паллах, кун пек перспектива шухăшлама ÿркенмен çынсене пăшăрхантармасăр тăма, çакăн евĕрлĕ тенденцие сирсе ярас тесе тăрăштармасăр пултараймастех. Куçкĕретех, çавна тума республикăра гражданлă обществăн аталаннă институчĕсем, патшалăхпа çыхăнман тата ăна пăхăнман массăллă информаци хатĕрĕсем кирлĕ. Шел пулсан та, вĕсем халлĕхе питĕ имшер-ха.
Чăваш Республикинчи обществăлла тата политикăлла организацисен (чăн малтан, паллах, Чăваш наци конгресĕн) паянхи тĕп тĕллевĕ, пирĕн шутпа, шăпах çак асăннă киревсĕр пулăмсене хирĕç тăрассинче пулмалла, вырăнти проблемăсене ăңăçла татса парса, халăха Раççей Федерацийĕ шайĕнчи пăтрашуллă пулăмсене, глобализмăн тискер енĕсен тÿнтерле витĕмне хирĕç кĕрешме ертсе пымалла.
Хăй вăхăтĕнче сумлă та хăватлă Чăваш наци конгресĕ, çав стратегилле тĕллевсене пулах, патшалăхшăн хăйне евĕрлĕ NОN GRАТА организаци пулса тăмасăр юлма пултарайман. Çавăнпа та влаç, конгресăн авторитечĕнчен шикленсе, патшалăхăн чикесĕр пысăк мелĕсемпе усă курса, ăна хăйĕн аллине ярса илме тăрăшрĕ. ЧНК та, организаципе финанс тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитейменнине, ăна ертсе пыракансем хăйсем хушшинче пĕр чĕлхе тупайманнине тата ытти сăлтавсене пула хавшама тытăнчĕ, халăхра унăн авторитечĕ пĕте пуçларĕ. Çак пулăмсене пула, хăйĕн пысăк майĕсемпе усă курса, патшалăх органĕсем Чăваш наци конгресне майĕпен хăйсен аллине çавăрса илчĕç те унпа хăйсене кирлĕ пек усă курма пуçларĕç. Çавăнпа та майĕпен ЧНК патшалăх институчĕн ăнăçлах мар вак уйрăмĕ анчах пулса тăрса юлчĕ. Паллах, çакăн пек лару-тăру хăйне-хăй хисеплекен çынсенчен никама та çырлахтарма пултарайманнипе, Чăваш Республикин культурăпа наци ĕçĕсен министерстви ертсе тата тытса пыракан «Чăваш наци конгресĕ» ятла этно-шоу проектĕнче хутшăнма килĕшменнисем конгресран пăрахса тухса кайрĕç.
Асăннă лару-тăрăва тÿрлетес тесен, пирĕн шутпа, паян çакăн пек ĕçсем туса ирттермелле:
1. Вăхăта вăраха ямасăр, ЧНК Канашне пухмалла. Унта:
а) Конгресăн тата унăн ертсе пыракан органĕсен паянхи лару-тăрăвне тата унпа çыхăннă мĕнпур пек ĕçсене уççăн та ирĕклĕн сÿтсе явмалла;
ă) 2004 çулхи кĕркунне Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвне пухма палăртмалла, çавăнпа çыханнă йеркелÿ ĕçĕсене палăртса хумалла;
б) Конгресăн çĕнĕ Уставĕн тата чăваш наци аталанăвĕн концепцийĕн проекчĕсене хатĕрлекен ушкăн йĕркелемелле.
2. ЧНК тата унăн ертсе пыракан органĕсен ĕçĕсене республикăра тата унăн тулашĕнче тухса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсенче яланах уççăн çутатса тăма мĕнпур пек майсем туса памалла.
3. Аслă Пухăва хутшăнма Республикăри, Раççейри тата тĕнчери патшалăхпа çыхăнман авторитетлă обществăлла организацисене йыхравламалла.
4. Чăваш наци конгресĕн ертсе пыракан органĕсен хушшинче унăн коллективлă институчĕсен витĕмне ÿстермелле.
Чăваш наци атланăвĕ чăнахах та паянхи кун ыйтакан çĕнĕ шая çĕкленсе хăватлантăр тесен, патшалăхăн Чăваш наци конгресĕн ĕçне уççăн та, вăртттăн та хутшăнма пăрахмалла.
Атнер П. Хусанкай,
Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) хисеплĕ президенчĕ
Лукуç Йукур Кули (Николай Е. Лукианов),
Чăваш аталанăвĕн партийĕн (ЧАП) ертÿçи
Чăваш Республики, Шупашкар хули
20.04.2004
|