 |
ПИРĔН АЙХИ
Оптимистла хÿхлев
Илле ИВАНОВ
Илле ИВАНОВ (1956 ç.ç.) – паллă чăваш журналисчĕ. Тĕпрен илсен, чăвашлăх тата наци культури пирки çырать. Статйисем çивĕч тишкерÿлĕхпе палăрса тăраççĕ. Чăвашра демократи тата пичет ирĕклĕхĕ хуçаланнă тапхăрта "Хыпар" хаçат редакторĕн пĕрремĕш çумĕ (заместителĕ) пулса ĕçленĕ. Юлашки 10 çул ытла ĕнтĕ оппозици хаçачĕсенче çеç пичетленет. Хушăран "Радио Свобода" тата Турцири хăшпĕр кăларăмсем валли те çырать.
Чăваш.ру сайтра çавăн пекех унăн "Чăваш чĕрĕлĕвĕн манифесчĕ" валли пухакан шухăш тĕрки" ятлă публицистăкăллă статйи пичетленнĕ.
Эс сас памалăх, эс мана илтмелĕх
май пур-ши?
Г.Айхи. «Пĕчĕк реквием»
1957, Иркутск
ЮЛАШКИ ÇУЛ
«...сан ÿкмеллех, ху вăхăту çитсен...» (Г.Айхи)
Паллах, Айхи хăй калашле, вăхăчĕ çитсен, йывăç çулçилле, пурте ÿкетпĕр. Анчах Раççейри арçынсен вăтам пурнăçĕнчен теçетке çул ытларах пурăннă пулин те, Айхи вилĕмĕ пĕрех кас-кас йăнăш хыпар пек туйăнать. Айхи пек Улăп вилме пултараймастех!
Франци Академийĕн премийĕн лауреачĕ (Париж,1972)....
Венгри Культура министрлăхĕн Эндре Ади ячĕллĕ медалĕн кавалерĕ (Будапешт,1978).
Венгрин Литература, мусăк тата театр АРТИСУС агентлăхĕн премийĕн лауреачĕ Будапешт,1980).
Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ (Патăрьел,1987).
Андрей Белый ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ (Питĕр,1988).
Польша ПЕН-клубĕн премийĕн лауреачĕ (Варшава,1989).
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ (Шупашкар,1990).
Алексей Крученых премийĕн лауреачĕ (Украйна, Херсон, 1991).
Давид Бурлюк ячĕллĕ преми пауреачĕ (Тамбов, 1991).
DAADăн Германире çулталăк пултарулăхра ĕçлесе пурăнмалли программин стипендиачĕ (Берлин,1992).
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членĕ (Шупашкар, 1992).
Петрарка премийĕн лауреачĕ (Германи,1993).
«Струга каçĕсем» поэзи фестивалĕн «Ылттăн пуçкăшăль» премийĕн лауреачĕ (Македони,1993).
Чăваш халăх поэчĕ (Шупашкар,1994).
Чăваш Бельманçисен Тăванлăхĕн Пĕрремĕш (каярах - Хисеплĕ) Герольчĕ (Шупашкар,1995).
Норберт Казер премийĕн лауреачĕ (Австри - Итали, Кăнтăр Тироль, 1996).
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Хисеплĕ докторĕ (Шупашкар,1996).
Искусствăсемпе литература Орденĕн Командорĕ (Франци, 1998).
Борис Пастернак премийĕн лауреачĕ (Мускав, 2000).
(Кунта тата çакна хушмаллах: тĕнчери чи сумлă премисенчен пĕрне - Нобель премине илсе ĕлкĕреймерĕ пулин те, анчах Айхи ăна та кĕç-вĕç тивĕçес пекехчĕ -Мускав çыравçи Лев Рубинштейн калашле, алла тăссан çитмеллеччĕ (тепĕр 35-40 çултан Швецин Король Академийĕ мĕншĕн Айхи кандидатурине лауреатсен шутне кĕртсе ĕлкĕрейменнин сăлтавĕсене официаллă документсенчен пĕлме пуçлăпăр - архивсене çур ĕмĕр хупă усраççĕ. Пирĕн пата сăрхăнкаласа çитнĕ хыпарсемпе, Айхи çак сумлă премие илме чи çывăххи маларах 1996 çулта пулнă. Ун чухне, икĕ кандидат та (чăвашпа Китай çынни) пĕр пек сас пухнăран, пач виççĕмĕшĕ (Польша сăвăçĕ) çĕнĕ лауреат пулса тăрать. Унтанпа поэзи номинаципе никама та чысламанччĕ-ха, çавăнпа Айхи çывăх вăхăтрах сумлă премие тивĕçессе никам та иккĕленменпе пĕрех. Анчах нĕрсĕр вилĕм Айхи шăпине урăхла çырчĕ, чăваш халăхне историре çак шанссăр тăратса хăварчĕ -çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ енне куç алчăраса кайиччен пăхсан та, халлĕхе çав шая çĕкленекенни тата çĕкленме пултараканни никам та, нимĕн те курăнмасть-ха).
Çавăн пек Улăпчĕ Пирĕн Айхи.
Çавăн пек Хăват.
«…ман евĕр нишлĕ тăлппура
çил- тăвăл умĕн лăпланайнăн
пĕр сассăр шăппăн пурăнма
епле хăватлă пулмалла-тăр»
Ку - Айхи ыттисем çинчен çеç мар, чи малтанах хăй çинчен каланиех (вырăсларан куçару манăн).
ÇАВ ХĂВАТ ПИРЕ КАШНИНЕ ТУРĂ-ÇУТÇАНТАЛĂК ПАНĂ ЭТЕМ ЧЫСНЕ, ÇЫН ТИВĔÇЛĔХНЕ, ХАЛĂХСЕН ПĔРТАНЛĂХНЕ, ПУЛТАРУЛĂХ ИРĔКЛĔХНЕ СĔМСĔРРĔН ТАПТАКАН ТĔРЛĔ ШАЙЛĂ ТА ТĔРЛĔ КĔÇÇЕЛЛĔ (МАСКĂЛЛĂ) ТĔТТĔМ ВĂЙСЕНЕ 1958 ÇУЛТА ПАНĂ ХУРАВ ПИРЕ ПУРСĂМĂРА ТА АЛЕКСАНДР СОЛЖЕНИЦЫНРАН ТА МАЛАРАХ («Жить не по лжи!», 1974 çул) ТĔРĔС ПУРĂНМА ТАТА СУЯПА КĔРЕШМЕ ХАЛАЛЛАНĂ.
«...Пĕчченлĕхпе-и хăрататăр?
Çумра çĕр çын суять пулсан,
Пĕри ан суйтăр. Пуç ан тайтăр.
Тепри те тупăнĕ кайран.»
Анчах çав Хăват хуçи пĕвĕпе çÿллĕ марччĕ, кĕсье тĕпĕ нихçан та чуна сутмалăх кăсăклантарман, ачалăхĕ вăрçă çулĕсенчи чылай чăвашăнни пекех выçăллă-тутăллă иртнĕ. Яшлăхра та укçан çĕленле чăшкăртатăвне мар, мещенле тутхырăмлăха мар, асамлă Пултарăва пуççапса пурăнчĕ. Чăн-чăн Пултару телейĕ вара питĕ тăварлă, питĕ йÿçĕ, питĕ асаплă...
Çакна ăспа ăнлансан та, çутçанталăкăмăрăн калама çук вырăнсăр йăнăшĕ Пуçа шăнăçмасть.
«Пурнăç йĕрки... Эп йăлтах ăнланатăп –
пурнăç çапла - çын килет те каять.
Мĕншĕн апла куççульпех хурланатăп?
Мĕншĕн нуша пуçăма, ак, таять?
Йăлт ăнланатăп, тĕнче-çутçанталăк:
юр ирĕлет, çуркунне çывхарсан,
çĕмĕрт чечекĕ ларать-тĕр çич талăк,
йывăç ÿкет, тымартан вăл хăрсан,
çăл çухалать, шыв çулне хупласассăн,
кĕр пуласси çуркуннех сисĕнет,
тепĕр чухне, хăть сывла эсĕ ассăн,
савнă чĕре пурпĕрех сивĕнет,
тус та пулать хăш чухне икĕ питлĕ,
çăлтăр сÿнет, ăшшине пĕтерсен,
хăшĕ сана пурпĕрех кĕтсе илĕ –
кайĕ тепри, пит нумай кĕттерсен.
Йăлт ăнланатăп.
Шанатăп.
Шанмастăп...
Çил вĕçтерет çул çинчи тусана.
Йăлт ăнланатăп... Çук, çук! Ăнланмастăп.
Пурнăç йĕрки!
Ăнланмастăп сана.»
Ку ĕнтĕ хамăн сăвăран. «Некролог вырăнне». Анне вилсен çырнăччĕ. 30 ытла çул каяллах... Те Геннади тете чуна пит çывăхран, унпа сывпуллашу туйăмĕсем чи çывăх тăвансене пытарнă чухнехи пекех пулчĕç (хăй те çав туйăмлахччĕ пуль, кĕнекисем çине ахальтен мар «тăванран тăвана» тесе çырса паратчĕ).
Вăл Шупашкарта юлашки хут иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче пулнăччĕ - Чăваш Бельманçисен Тăванлăхĕн 10 çулхи юбилейĕнче. Сар кĕркунне тепре çитесшĕнччĕ. Юпана куçрĕ. Кунĕн-çĕрĕн ĕçĕ пĕтместчĕ, тĕплĕ тăватчĕ, тытăннă ĕçе пĕтерме пĕлетчĕ, кунталла килесси кайран кая куçса пычĕ. Вăйĕ йăшнине туйнăран, сывлăхне Шупашкарта тĕплĕн тĕрĕслеттерес кăмăлĕ те пурччĕ - хăй 60 çул тултарнă хыççăн вăл пĕр вăхăт кунта унччен Пир-авăр комбиначĕн пульници ятпа палăрнă сыватăшра сипленнĕччĕ, çавăнтанпах хамăр тухтăрсене питĕ килĕштеретчĕ. Чирне Мускаврах тупса палăртсан та, кун пек тарăна кайнине шутламан - чÿк уйăхĕнче килесшĕнччĕ. Кайран раштав терĕмĕр. Кайран кăрлача кĕтрĕмĕр. Сиплеве пула килейменрен, кăрлач вĕçĕнче е нарăсра хам Мускава пыма шантарнăччĕ... «Те чул çитмест, те чун çитмест» тенешкел, ялан тем çитмерĕ: е кăтартмалли ĕç хатĕр мар, е укçи çук...
Чирĕ уралантараймиех пулнине пĕлсен те, тухтăрсен ăсталăхне, тусĕсем Германири ПЕН-центр урлă пухакан укçа вăйне, Китай эмелĕсен асамне шантăмăр, Геннадий Николаевич кăçал çу уйăхĕнче кунта иртмелли Швеци кунĕсене хутшăнасса кĕтрĕмĕр...
Çынна вĕлерме тем те шутласа кăларнă, анчах çак чире çĕнтермелĕх ним те тăвайман этемлĕх синкерĕ хальхинче те вăйлăрах пулчĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра Аслă Сăвăçăмăрăн Аслă Чĕри тапма чарăнчĕ.
Мускаври тусĕсем унпа нарăсăн 22-мĕшĕнче Иваньково шоссинче вырнаçнă Медицина диагностикин Пирогов ячĕллĕ центрĕн уйрăлу пÿлĕмĕнче сывпуллашрĕç. 23-мĕшĕнче ирхине Шупашкарта Айхи тупăкне Атăл кукри варринчи чиркĕве вырнаçтарчĕç, çĕрĕпех чиркÿ кĕнеки вуларĕç. Нарăсăн 24-мĕшĕнче ирхи кÿлĕм унпа Шупашкарти филармони фойинче сывпуллашрĕç. Пытарма каяс текенсем валли те 3 пысăк автобус уйăрнăччĕ, харам ĕçе каяс текенсем темшĕн пĕр автобус та туллиех пулаймарĕç.
Çав кунах кăнтăрла иртсен хурлăхлă кортеж Сăвăçăн тăван ялне - Патăрьел районĕнчи Çĕньяла çитрĕ. Аллисене чечек тытнă шкул ачисем юлашки çула тухнă мухтавлă янташне ял пуçĕнчех çулăн ик енне тăрса кĕтсе илчĕç. Ял халăхĕ те чылай пухăннăччĕ, вĕсем Айхи тупăкне ял витĕр йăлтах алăпа çĕклесе тухма хатĕрленнĕ пулнă иккен. Шел, йĕркелÿçĕсен çураçу çитмен ахăр - машинăсем ял варринче, Поэт çуралнă урам пуçĕнче çеç чарăнчĕç. Чĕрĕ чухне темиçе хут çапла кĕтсе илнĕ пекех ял пуçĕнчи халăх утса çитиччен кĕтме тиврĕ. Вара мăнтарăн Айхи хăйĕн манăçми тата хăй тĕнчен таçти кĕтесĕнче те сумлă асилмелĕх ырă ят сарнă тăван ялĕпе, ачаран çаруран чупса ÿснĕ çеремлĕ тăван урамĕпе, пĕчĕк Кенан кашни утăмне, кашни шухăшне, кашни ăш вăркавне астăвакан тăван кил вырăнĕпе (унта халь урăх çемье çурт çавăрнă) ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕ...
Çĕньялăн кив масарĕ... Çĕнни те кунтах - маларах çеç иртмелле, анчах тĕп алăкран кунтан кĕмелле. Шăп çакăнта ĕмĕрлĕх канăç тупнă Сăвăçăн Амăшĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн мухтавлă Ывăлĕ те ĕмĕрлĕхех юнашар пулĕ. Кунтах Сăвăçăмăрăн Кукашшĕн - Кĕлĕ Пуçĕ Юманкка ывăлĕ Якурăн вилтăприйĕ. Ахальтен-им Айхин сăмах, сăвă, кĕлĕ, чÿклев ăрăмĕ юнра пулнă.
Канлĕ çывăр, Хуначи тете, асунтан нихçан та кăларман Уйусемпе Çырмусен ытамĕнче! Виçĕ ывăç тăпри - пиртен йăла парăмĕ çеç. Çапах эпир пурăннă чух Санпа паллашнăшăн, хутшăннăшăн, пĕрле ĕçлесе курма пÿрнĕшĕн, Сан ăсун вĕçевĕнче çунатланса хавхаланнăшăн, Сан ăшшунта ăшăнса курнăшăн çав тери телейлĕ.
Вилтăпри - чечек çыххисемпе кăшăлĕсен ăшĕнче. Ыттисемпе пĕрле эпир те Митта премийĕн лауреачĕпе, Патаръел тăрăхĕн паллă журналисчĕпе Николай Ларионовпа иксĕмĕр чечек кăшăлĕсем хуратпăр: Митта Ваçлейĕн Фончĕнчен, Тĕрĕк Тĕнчин Культура центрĕнчен, Чăваш Бельманçисен Тăванлăхĕнчен. Геннади тете манăн килте те пулса курнă, мăшăрăма та Хĕвелпи тесе чĕнетчĕ, хам çук чухне шăнкăравласан е ачасем телефона маларах тытсан, ачасемпе те хаваспах калаçатчĕ, ятран та пĕлетчĕ : «Анеслу пулчĕ-и ку?», çавăнпах хамăр çемье ятĕнчен - тепĕр чечек кăшăлĕ.
Авалтан килекен йăлапа - вилтăпри тавра виç çаврăм. Айхипе яшлăхран çывăх пурăннă Нина аппа валеçекен сăваплă çип сĕвемĕ. Пылпа икерчĕ. Çĕньялти палламан, анчах халĕ ĕнтĕ Айхи урлă калама çук çывăх пĕр аппа шăннисене пикенсех сĕннĕ вĕри чей. Унтан - асăну апачĕ. Çĕньялсем - ялти шкул столовăйĕнче. Шупашкартан килнĕ хăнасемпе районтан пухăннисем - район центрĕнче, Айхи юбилейĕнче те, пĕтĕм тĕнчерен хăнасем килсен те тăтăш апатланнă ресторанра. Айхи юратнă Патăрьелĕнче.
ТЕЛЕЙПЕЛЕ ХУЙХĂ ХУШШИНЧЕ
Айхин тупăшăвĕ
(асаплă та мухтавлă кунçулĕ)
1934. Чăвашстанра, хальхи Патăрьел районĕнчи Çĕньялта шкулта вĕрентекен ЛИСИН Николай тата Хĕветуç хресчен хĕрарăмĕ çемйинче çуралнă. Икĕ йăмăкĕ пур: Луиза (1937 ç.ç.) тата Ева (1939 ç.ç.). Пулас Аслă Сăвăçăмăр ашшĕ Культура енне сулăннă çын пулнă, сăвăсем çырнă, Пушкина чăвашла куçарнă.
Ун пек уçă та хастар çын яланах сыхчăсен куçĕ умĕнче иккенни тата вăл тискерлĕхе шăл çемми пулни каламасăрах паллă.
1940. Кунти пурнăç тата ирĕклĕх тăкăслăхĕнчен, тен, репрессисенчен те, хăтăлас тĕллевпе Лисинсем Карел-Финн Социализмлă Совет Республикинче. Куркийок районĕнчи Саарес поселокне куçса каяççĕ (çав сăлттавсемпех тĕрлĕ вăхăтра чăваш халăхĕ тĕнчене саланса мĕн чухлĕ ирĕлсе пĕтнĕ!), анчах Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан каялла таврăнма тивет. Николай Андреевич хăй вăрçăран пăрăнса юлаймассине пĕлсех хăйĕн тĕпренчĕкĕсене тăвансен, тăван ял хÿттине хăварасшăн пулни куçкĕрет.
1943. Гена 9 тултарсан, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, ашшĕ Смоленск тăрăхĕнчи çапăçусенче пуçне хурать. Çак çухату вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсенчен те тарăнтарах суран хăварать, сăвăсенче палăрать, пĕрремĕш сăвă кĕнекине те ахальтен мар «Аттесен ячĕпе» ят парать. Анчах чи хăрушши пĕрлехи йывăрлăх, çитмен пурнăç çеç мар. Çынсăрлăх пăвать чăваш ялне. Тăван Çĕршыва хăйсен пурнăçĕпе хÿтĕлесе хăварнисен тăлăх арăмĕсемпе ачисем фронтран киле сывă таврăнма тур пÿрнисем енченех, уйрăмах колхоз тата совет влаçĕн органĕсене ертсе пыма ларнисем енчен, мăшкăлпа асап тÿсни - тата хăруштарах. Фашист камне пĕлетпĕр, анчах çывăх шутланакан çынсем мăшкăллани... Çакна Айхи ачаранах курса, ăнланса ÿснĕ. Çырса та хăварнă.
1958. Патăрьелĕнчи Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика училищи хыççăн Мускаври М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнче юлашки курссенче вĕренекен Айхине «Социализмла реализм меслечĕн никĕсĕсене аркатакан тăшманла сăвă кĕнеки çырнăшăн», тата, паллах ĕнтĕ, Нобель премине илнĕ хыççăн хĕсĕрлеве лекнĕ Борис Пастернак поэтпа туслă пулнăшăн комсомолтан тата институтран кăларса яраççĕ (çав хĕсĕрлев мĕн тери пулнине пурнăç тути-масине астивнĕ Пастернака Нобель премине илессине сивлеттерме пултарни те çирĕплетет, Айхи вара ун чухне 24 та тултарман-ха! Ăна вара тĕнче картти çинче те упа тирĕ пысăкăш патшалăх тата унăн халăх укçипех халăха хăйне çăварлăхлама туса хунă калама çук аталаннă идеологипе репресси машини таптама пуçланă...).
«Мускавра çÿç кассан, Шупашкарта пуç касаççĕ». Ăна тăван Чăвашстанра та йĕрлеççĕ, Шупашкара килсе çÿренĕшĕн хăмсараççĕ, Патăрьел районĕнчи партипе хуçалăх активĕн пухăвĕсенче унăн тăшманлăхĕ çинчен евитлеççĕ, ялта та Сăвăç Амăшне тăшман çитĕнтернине асилтермелли çынсăрла меслетсем тупсах тăраççĕ, чирлĕ Амăшне пăхма таврăнсан, Мускавран Пастернак вилнине хыпарласа янă телеграммăна та çыхăну çыннисем ятарласа вăхăт иртсен çеç çитерсе параççĕ... Чунпа ÿт хÿтлĕхĕ шыракан Сăвăç ăна тăван çĕршывра мар, инçет Çĕпĕрте çеç тупаять. Ахальтен мар, 1960 çулта Амăшĕ вилнĕ хыççăн, Айхипе икĕ йăмăкĕ яланлăхах Мускава куçса каяççĕ.
1959-1987. Айхин вырăсла авангардла сăввисем чикĕ леш енче 1962 çултанпа пичетленеççĕ, кунта вара - çук (пуçласа пĕр 10 йĕрке «Московский комсомолец» хаçатра 1987 çулта кун çути курать, çав çулах раштавра эпир «Молодой коммунист» хаçатра «хаçатри кĕнеке» кăларнăччĕ). 1961 çултан пуçласа 10 çул вăл В.Маяковскин патшалăх музейĕнче ĕçлени те хĕсĕрлевсĕр мар: 1967 çулта кайран «Шагал куравĕ» ят илнĕ курава хупса хураççĕ. 1969 çулта Айхине Францине чăвашла тухнă «Франци поэчĕсем» антологи ячĕпе ирттерекен тĕлпулусене кайма та ирĕк памаççĕ (музей начар характеристика панипе сăлтавлаççĕ).
Айхин çав йывăр тапхăрĕ пирки калаçнă чух, чăваш «ырсунакансем» яланах Айхин чăвашла кĕнекисем тăтăш тухнине асăнса тÿрре тухаççĕ е «Айхи нимле хĕсĕрлев те тÿсмен» текен шухăша тымарлантарасшăн кăлăхах мекеçленеççĕ. Анчах ун кĕнекисем кунти издательствăра та 10-шар çул черет кĕтсе выртнине манар мар - акă, «Польша поэчĕсем» антологи кун çутине 13 çул кĕтнĕ! Ыттисем те çавах... Хальхи пек мар, урăх нимле издательствă та çук саманара! Халь вăл компьютер, принтер туяннă кашни çын - хăй издательство. Ĕлĕк пичет машинккине те КГБ шута илсе тăнă, кĕнеке калăплама май паракан машинасем типографисенче çеç пулнă. Çакă мĕн иккенне кĕтсе курнисем çеç пĕлеççĕ-тĕр... Совет империйĕ çапла хăвăрт арканасса усал тĕлĕкре те тĕлленмен-çке эпир!
Анчах Турри кашнине тивĕçлĕ Шăпа паратех! АЙХИ ФРАНЦУЗЛАРАН КУÇАРНĂ ÇАК СĂМАХСЕМ ВĂЛ ХĂЙ ÇИНЧЕН КАЛАНĂ ПЕКЕХ: «ПĔРТЕН-ПĔР СĂМАХ ВĂЙĔПЕ ПУРНĂÇА ÇĔНĔРЕН ЭП ПУÇЛАТĂП ЭП ÇУРАЛНĂ САНА ТĔЛ ПУЛМАШКĂН САНĂН ЯТНА КАЛАМАШКĂН (...) ИРĔКЛĔХ». Çавăнпа та вăл пĕр вăхăтрах хăйне лапчăтма ăнтăлнă империе аркатакан та, çав вăхăтрах Ирĕклĕх империне никĕслекен те.
Çапах çакна ĕненменнисене хам сăмахпа мар, Франци профессорĕ Леон Робель сăмахĕсемпе ĕнентерме тăрăшам (Л.Робель. АЙГИ. Мускав, «Агриф» издательство, 2003 çул. Çакна та асилтермелле: Робелĕн çак монографийĕ 1993 çулта Францире пичетленсе тухнăччĕ - урăхла каласан, кунта çырса кăтартнине тĕнче пĕлет):
«1975 çула таврăнар-ха. Çав çулхине Парижра тата Мюнхенра пуç янă диссидент-çыравçăсем кăларса тăракан «Континент» альманах хăйĕн 5-мĕш номерĕнче Айхин тăхăр сăввине пичетленĕ.
Çакăн хыççăн Айхине ПХК-на (КГБ-на) «допроса чĕннĕ», Чăваш Енре те Айхин хăш-пĕр тусĕсене хĕстерме пуçланă. 1976 çулхи нарăсăн пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх кĕнеке издательстви Айхине енчен те вăл «Континетра» пичетленнине халăх умĕнче уççăн сивлемесен Чăваш писателĕсен союзĕ тата Патшалăх издательстви унпа туслă икĕ чăваш поэчĕ тата йăмăкĕ Ева (паллă ача-пăча çыравçи) пирки «мерăсем йышăнасси» çинчен систернĕ. Хурав кĕтмесĕрех, çак икĕ асăннă организаципе ССКП (КПСС) обкомĕн тивĕçлĕ çыннисен пухăвĕ çак асăннă виçĕ çыннăн тата тепĕр чăваш поэчĕн хайлавĕсене пичетлеме чарнă. Вара Айхи Партин Облăç комитечĕн Пĕрремĕш секретарьне (урăхла каласан, Чăваш Ен хуçине) чыслă та хăюллă çыру ярать (...) Вăл унта хăйне Чăваш Енре 1958 çулта Литература институчĕнчен кăларнă хыççăн, 1959 çулта «Пастернак ĕçне» пула тата 1960 çулта вилесле чирлĕ Амăшне пăхма килсен хăйне элекленипе хĕсĕрленине аса илет. Вăл çак ĕçсен пуçĕнче Сталин саманинче чăваш культурин чи маттур çыннисене хĕсĕрлеме вĕслетекенсемех тăнине кăтартса парать».
Çав çулсенче чăваш çыравçисенчен тата кам партие Этем прависен Декларацине, демократие, Пултарулăхăн ытти тĕп принципĕсене тата çывăх историри чăнлавсене асилтерсе, çитменнине юлташсен хутне кĕрсе, сăмсаран тĕкме пултарнă? Никам та. Ку вăл хăйне евĕр пултарулăх тата наци аталанăвĕн, тăван чĕлхене упраса хăварассин ыйтăвĕпе Митта Ваçлейĕ 1937 çулхи ака уйăхĕнче чăваш çыравçисен пухăвĕнче каланă тата хăй вилес умĕн кăшт маларах Çемен Элкер парти обкомне чăваш чĕлхине хÿтĕлесе янă çырупа тан документ. Анчах Айхи çырăвне пĕр-пĕрне путарас тесе купа тулли çырма пултарнă çăхавсемпе тата кайран хăйсем валли апла е капла ырлăх-пурлăх илме пĕр-пĕр принциплă, çавăнпах графомансемшĕн чăрмав пулса тăракан чиновниксене хирĕç «çĕнетÿ прорабĕсем» çырса тултарнă макулатурăпа пăтраштармалла мар. Вĕсем системăпа нихăшĕ те кĕрешмен, кашни хăй уйрăм ырлăх шыранă, конкуренчĕсене путарнă, хăйсен уйрăм тăшманĕсене сăтăр тума тăрăшнă, Айхи вара влаçа çак тĕнчере тоталитарлă меслетсемсĕр пуçне пултарулăхшăн хаклăрах ытти принципсем те пуррине асилтерет çеç мар, нĕрсĕрлĕх малалла та тăсăлсан, çакăн çинчен пĕтĕм тĕнчене хыпарласси çинчен пĕлтерсех хурать. Паллах, айванла - тоталитарлă патшалăх тытăмĕ ют çĕршывсенчи Айхи пекех темле поэзи асамĕ çинчен ахлатса калаçакан «çĕрĕк интеллигентсем» сивленĕшĕнех шарт сикес çук, вăл мул тата хĕçпăшал вăйне çеç сума сăвать, çапах та Айхи Дон-Кишотлăхĕ (кунта йăнăш тесе ан шутлăр, Айхи хăй Дон-Кишот тетчĕ) - унăн Поэзие пуçĕпех парăнса пурăнса ирттернĕ Пурнăçĕн пĕтĕм шалти тĕшшипе пĕр кĕвĕллĕ .
Ку - пысăк ăнлавсемпе калаçнă чухне (паллах, пурсăмăра та чылай чухне кулленхине пысăк категорисемпе шайлаштарса виçме пĕлесси çитеймест ĕнтĕ, çакă нумай сиен кÿрет). Куллен тесен... Айхин кулленлĕхĕ çумне, çÿлерех каланисене те манмасăр, ыр сунманнисем «Еврей!» тата темтепĕр тесе кăларакан сас-хурана е çывăх тесе шутланисемех сутнине тата ПХК (КГБ) стукачĕсем пулса тухнине çеç мар, тăван сăмах ăстисемех Айхин пултарулăх шыравĕсене ăнланайманнине, йышăнманнине, ăнланма тăрăшманнине («нимпе те çапăнмалăх çук!»), тăван культура анине ытларах официоз тата графоманлăх çумкурăкла пусса илнине хушăр тата...
Ахальтен мар Айхи Чăваш тăрăхне сахалтан та 1964-1974 тата 1975-1985 çулсенче килсе çÿрейменни таллă. Хăйĕн Тăван Çĕршывне Айхи чухлĕ юратаканшăн çакă мĕн тери асап пулнине ăнланмалăх, кая юлса та пулсан, чун-чĕрепе ăс çитĕ-ши пирĕн?
Тата паян миçе Айхи пек маттур ывăл-хĕре темле абсурдлă идеологи, влаç, парти, мул, пурлăх, должноç тата ытти темтепĕр тĕллевĕсемпе çапла сивлеклĕхпе таптатпăр-ши? Айхи каçса кайса юратнă чăвашăн çавăн пек лару-тăрура халăх пек упранса юлмалăх тата аталанмалăх вăй çитĕ-ши?
1988 - 2006. 1987 çулта Айхине Совет Союзĕ ятлă уçлăхра пуçласа1983 çулта (!) официозлă мар (çапла калама та пулать, мĕншĕн тесен «вырăнти» комсомол организацийĕ çеç, çитменнине хăй вăхăтĕнче комсомолран кăларса çапнă поэт ячĕпе хисепленмелле туса хунă) тата альтернативăллă йĕркеленĕ Митта Ваçлейĕн премийĕпе чыслани (Айхи вара унччен Совет Союзĕн уçлăхĕнче нимле премие те тивĕçмен!) - хăйне май, «реабилитаци» пуçламăшĕ. Таçта та пичетлеме пуçлаççĕ, премисем параççĕ, ют çĕршыва çÿреме те - ирĕклĕ... Чăваш Республикин çĕнĕ демократи кĕççеллĕ (маскăллă) официозĕ те унччен хĕсĕрлевре пулнисене хÿтте илнине кăтартасшăн. Айхи 60 çул тултарсан Чăвашстанра, Мускав çыравçи Лев Рубинштейн калашле, «устроили пышные и довольно, как водится, бесвкусные торжества...» («Коммерсантъ»). Халăх поэчĕ ятне параççĕ... Анчах часах çав ята графомансене те, стукач пулнине Айхи тăрă шыв çине кăларнисене те парса тултарса, «Халăх поэчĕ» хисеплĕ ятăн ят-сумне те пĕтереççĕ. Кашни ĕçе техĕмне пĕлсе ĕçленĕ Айхи чунне пирĕн вырăнти влаçăн çак чуххăмлăхĕ питĕ пăшăрхантаратчĕ - çук, теприсем пек, «Хам кăна!» тесе мар, тивĕçсĕррисенченех идол тунипе…Тивĕçлисемшĕн вăл савăнатчĕ çеç мар, вĕсене яланах çĕклесшĕн çунатчĕ. Акă, Николай Теветкеле çине тăрсах Митта премине пама сĕнчĕ, патăмăр та - унсăрăн, тен, ăна çаплипех тивĕçлĕ хаклама пĕлеймен влаç çыннисем пекех, пултарулăхне мар, çынни кам, камăн тăванĕ-пĕлĕшĕ, характерĕ мĕнле пулнине, хăш районта çуралнине, кампа ĕçсе çинине пăхса чыслас çул çине тăрса, эпир те, Митта Фончĕн канашĕн çыннисем, кашни талант пекех кăткăс кăмăллă та кас-кас кăра хуйакан тепĕр Аслă Сăвăçăмăра (Айхи хаклавĕ!) Митта премине пама хăюлăх та çитерес çукчĕ. Тавах Айхие, пире çав намăса курасран хăтарчĕ. Пĕр тапхăр чи паллă чăваш поп-сăвăçне тухнă Вениамин Пехил юлашки çулсенче чирлесех кайнăччĕ, ăсран тайăлнă тесе, хăшĕсем унран йĕрĕнме пăхатчĕç - Айхи вара ăна преми парса чысласшăнччĕ. Шел, иртнĕ çул Пехил вăхăтсăр вилсе выртрĕ... Мана хама та иртнĕ çулхи çурлара 50 çул тултарнă ятпа Мускавран ятарлă çырупа саламларĕ, Шупашкарти «демократсемпе» чăваш наци юхăмне прихватизациленисем вара ( ЧНК та, журналистсен пĕрлешĕвĕ те, 10 çул чун тарне кăларса ĕçленĕ «Хыпар» та, тата ытти «туссем» те) пĕр салам сăмахĕ калама ÿркенчĕç... Айхирен те ĕçлĕрех ĕнтĕ вĕсем. Тата чÿк уйăхĕнче Крымра Тĕрĕк Тĕнчин Поэзи уявĕ иртрĕ, унта кашнинчех виçĕ Аслă преми парасси йăлара иккен. Кĕтмен-туман çĕртен пĕр премийĕпе мана чысларĕç... Шупашкарта çакăн çинчен хыпарлаканни те «Тантăш» тата «Хресчен сасси» çеç пулчĕç, ыттисене те ним те кăсăклантармасть - «çÿлте» пĕр «хĕвел», кунта - тепĕр «хĕвел», ытти - тарама теççĕ пулас, те - тĕнчери премие тивĕçнĕ çынна хаклассине те сыхчă редакторăн тимлĕ аллипе «тÿрлетес» сумсăр функцие хăйсене шанса панă тесех ĕненеççĕ (çакăн пек çынсене пайласа пурăнни паянхи режимăн демократи пахалăхĕсем çуккине, тĕрĕсрех те каласан, пушшех çынна курайманлăх еннелле сулăннине - çынна курайманлăх вара мĕнле тĕслĕ влаç пахалăхĕ пулнине эпир ачаран пĕлсе ÿснĕ, вăйăсем те пирĕн тин çеç фашистсемпе иртнĕ вăрçă вăййисем пулнă-çке! - çакна йăлтах, истори валли çеç пулсан та, пĕрех йăлтах хăйсемех «документпа» çирĕплетсе тăрă шыв çине кăларнине те ăнланмаççĕ-çке çак «ылттăн перосемпе» вĕсен хуçисем). Анчах 14 çĕршывран пухăннă 120 ытла çын хушшинче чăваша чыслани - ахаль-махаль япала мар- çке. Айхи çавăн пек ĕçсен хисепне аван ăнланатчĕ çав, мана та ятарласа шăнкăравласа саламларĕ... Ку ĕнтĕ йăлтах унăн çынлăхĕ тата компетентлăхĕ пирки. Абсолютлă Поэт пахалăхĕ-тĕр.
Реабилитаци нихçан та тулли пулмасть. Е çынни çук ĕнтĕ, е, пулсан та, Айхи пек, влаç çыннисем унпа кашни хăй вăййине выляма ăнтăлаççĕ... Çыннине вара хăйне е вăл салтакла хĕсметре тăнă Чăн Пултарулăха, е Сăвăç ĕмĕрех çав çуккишĕн тăвăрланса пурăннă Ирĕклĕхе, çав шутра - Сăмах Ирĕклĕхне, пурпĕрех хисепе хуни çук...
Çаксене çеç асăнса хăварар:
1996 -2005. Айхи хатĕрленĕ Чăваш Поэзийĕн Антологийĕ Тĕнчене саланчĕ. Анчах Чăваш патшалăхĕ ятлă мерекке Хунгари, Итали, Франци, Аслă Британи, Швеци куçаруçисене тав тума та пĕлмерĕ - ирĕксĕрех çав тивĕçе халăх ячĕпе пирĕн, Митта Ваçлейĕн премийĕсене паракан Фондăн, хамăр çине илме тиврĕ... Пирĕн «преми» пач укçасăр пулин те, ют çĕршыв çыннисем паян кун та тав тăваççĕ - вĕсем пархатарлă.
1992. Малтан Айхине, кайран чăваш сăмахлăхне тĕнчене кăларнă Айхиçĕ Питер Франса (Аслă Британи), Леон Робеле (Франци) Чăваш наци академийĕн Хисеплĕ членĕсем пулма суйласа лартрĕç, кайран ... темиçе çул каялла Академине те хупса хучĕç. Вăт ку хисеп-тĕк хисеп! Тĕнче кулли! Тутар ăсчахĕсем чăннипе те ниепле те паян кунчченех ăнланаймаççĕ: пурăнас-аталанас текен наци епле вăл пур академие пĕтерсе хума пултарать? Тутарсем хăйсем вара юлашки тапхăрта çеç ятарлă темиçе тĕпчев институчĕ уçма пултарчĕç...
1998. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Франци элчи Юбер Колен де Вердьер Шупашкара ятарласа Айхине Франци наградине пама килнĕччĕ: Литературăпа Искусствăсен Орденĕ, чăваш сăвăçĕ çак Орденăн Командорĕ пулса тăчĕ... Тата хăçан чăваш çыннине тĕнчере мускулпа мар (ку та хисепе тивĕç), Пуç мими тата Тур панă пултарулăхпа çĕнсе илнĕ çакăн евĕр пысăк награда парĕç? (Ахальтен мар Айхи тусĕ тата чăваш наци юхăмĕн ертÿçисенчен пĕри Лукуç Йукур Кули çаплах калать: эпир, чăвашсем, тĕнчере ăспа çĕнсе илекен наградăсен хисепĕ мускулпа çĕнсе илнисенчен ытларах пула пуçласан çеç наци пек, халăх пек чăн хисепе тивĕçĕпĕр...)
Анчах чыславра Чăваш патшалăхĕн «хуçи» çукчĕ... «Ĕçлĕ» ĕнтĕ. Франци элчи çеç ĕçсĕр...
2004. Айхи 70 çул тултарнă ятпа Чăваш кĕнеке издательстви «парне» хатĕрлет: халăх Айхи сăввисене пит вуласшăн мар имĕш, унăн кĕнекине пичетлеме килĕшмест. «Хамран мăшкăлласа кăларса янине урама тухсан тин ăнланса илтĕм», - тенĕччĕ Сăвăçăмăр. Çак мăшкăл унăн чунне питĕ те ыраттарнăччĕ... Кĕрсе пăхăр Шупашкарти кĕнеке лавккисене - çÿлĕксем çинче паян кун та Айхин ни чăвашла, ни вырăсла кĕнеки çук...
Пĕр Айхи кĕнеки çеç çук-им? Нумай-нумай чăваш кĕнеки çук! Чи малтанах - чăваш чĕпписем валли çук. Тăван халăх историйĕ те чăвашла çук, культури пирки те. Ку шăпах ĕнтĕ Айхи еткерлĕхĕшĕн «тăрăшни» пулать.
Айхи умĕнчи çак тата ытти çылăхăмăрсем официаллă влаç ăнланнă таран йĕркеленĕ чыслă пытарупа çеç каçса пĕтес çук... (Капла калани влаç мĕн тума пултарнине сивлени мар - уншăн, пархатарлă пулса, Айхиçĕсен тав тума та пĕлес пулать. Эпĕ ытти ыйтусемпе, калăпăр, Чăваш Президенчĕн ĕçне-хĕлне çивĕччĕн тиркени те пулнă, малалла та пулма пултарĕ, анчах хальхинче вăл хăйне самай çынлăхлă тытни мана та, ытти чылай çынна та чунтанах савăнтарчĕ, çакна палăртса хăварасах пулать. Анчах малтан калани те вăйрах юлать: Айхи умĕнчи пирĕн парăм калама çук пысăк, вăл чыслă пытарупа çеç каçса пĕтес çук. Айхине халăх поэчĕ ятне панипе е Шупашкарта хваттер уйăрса панипе çеç пирĕн парăм татăлман пекех.
АЙХИ ПИРКИ ТУПĂШУ
«...чăваш çĕрĕнче чăваш чĕри тапнă чух» (П.Хусанкай)
Айхи питĕ юратнă Аслă сăвăçăмăр Митта Ваçлейĕ тăван яла акатуйне килсен вилнĕ. Вилес умĕн çапла каласа хăварнă: «Çуралнă çĕршывра вилекен - телейлĕ... Атте-аннепе юнашар пытарăр».
Айхи Мускавра куçне хупрĕ пулин те, хăйне ял масарĕнче, Амăшĕпе юнашар пытарма ыйтнă. Икĕ Аслă Сăвăçăмăрăн чун çÿллĕшĕн пĕрпеклĕхĕ, Тăван Çĕре, Тăван Ашшĕ-Амăшне юратăвĕ нимрен ытла çÿлти пурнăçри çак татăклă самантра тепĕр хут çиеле тапса тухрĕ. Айхишĕн ку тата ытларах та пĕлтерĕшлĕрех-тĕр: вăл шĕкĕр хулара пурăннă, ун валли Мускавра та самай сумлă масар тупăнма пултарнă, Шупашкарти ятлă çынсен масарĕ те йышăнма хатĕр пулнă пуль. Анчах вăл тăван яла, Амăшне аса илнĕ. Паллах ĕнтĕ, Миттана та. Ахальтен мар хăй юбилейне-таврашне килсен те, май пур чухне вăл хăнасемпе пĕрле яланах Митта вилтăприне çитсе пуç таятчĕ. Çавăнпах-тăр пумилккере Сăвăçăмăрăн йăмăкĕ Ева аппа çаплах каларĕ: «...Тете Миттаран инçе мар выртассине аса илсен çак пысăк хуйхăра та чун лăштах кайрĕ».
Тĕрĕссипе, çывăх тăванĕсем каланипе, чирлесен те Айхи хăйĕн юлашки кунĕсене Тăван çĕршыврах пурăнасшăн пулнă, тĕрлĕ объективлă тата субъективлă сăлтавсене пула çеç Сăвăçăмăр халалĕ пурнăçлансах пĕтеймен. Ырă-сывă пурăннă чухне вара вăл тăван яла таврăнса çуртпах тĕпленее пурăнасси çинчен ĕмĕтленетчĕ, хайлавĕсене те тăван чĕлхепех ытларах хайлас ĕмĕчĕ пурччĕ, пач чăвашла çеç çырса пурăнасси таранах шучĕ пурччĕ, патшалăхра чăваш чĕлхине тĕрлĕ енлĕ çителĕклĕ аталантарса пыманран консервативлăланса юлакан тăван чĕлхи хăйĕн пултарулăх шыравĕсене тивĕçтерменнишĕн пăшăрханатчĕ, çав вăхăтрах хăйĕн тăван чĕлхи умĕнчи парăмне туятчĕ, ман хăш-пĕр сăввăмсенче е уйрăмах куçарусенче тĕл пулнă кашни çĕнĕлĕхе - çĕнĕ сăмаха, çĕнĕ калăпа, çĕнĕ меслете асăрхатчĕ, савăнăçне ятарлă шăнкăравласа е тĕл пулсан каласа пĕлтеретчĕ - урăхла каласан, Тăван çĕршыв тата Тăван чĕлхе мĕн юлашки кунĕчченех унăн пуçĕнчен тухман. Çавăнпа та вăл хăйне тăван ялĕнче пытарма ыйтни пирĕншĕн пачах та кĕтменлĕх пулмарĕ - пушшех те, урăхла ниепле те пулма пултарайманни аксиома пекех.
Хăйĕн çак халалĕпе кайран сиксе тухма пултаракан пур ыйтăва та (çав шутра чăваш-вырăс тупăшăвĕн ыйтăвне те) туллин хуравланă пулин те, Айхи хăйĕн вилĕмĕ хыççăн та калаçтаратех. Тĕрĕссипе, пумилккерех пуçланчĕ. Ăсран килекенни, ăссăрлăхран килекенни те пур унта.
Мускавран килнисем Айхи пăнтăх саманашăн уçă сывлăш кÿртме уçнă чÿрече пекех пулнине тăтăш асăнаççĕ... Чĕлхе çине тÿрех килет: Мускавра Айхи çав тĕп хулашăн та уçă сывлăш пулнине ăнланакансем çапах та тупăнаççĕ-ха (ку ĕнтĕ шучĕ пахалăх çуратакан парадокс палли-тĕр), кунта вара? Чăвашра пурăннă-тăк, «пĕчĕк чÿрече» уçаятчĕ-ши вăл? Уçтаратчĕç-ши? Мускавра халь чÿрече уçăлнă теççĕ е сахалтан та уçăлса илнĕ пуль, çав шутра Айхисен ăрăвĕн тăрăшăвĕпе те. Кунта вара уçăлнă-и? Ыйтусем нумай... Мускав пире кунта наци хăйтĕллĕнлĕхĕ парасшăн мар хĕстермеллипех хĕстерет, федерализм принципне ним вырăнне те хумасть, хура ĕçрен ютшăнман чăвашсене хăй ытамĕнчен вĕçертесшĕн мар, çапах та Мускавран 600 çухрăм кайсанах, унта пулса иртекен обществă процесĕсемшĕн явап тытасшăн мар. Е, айван пуçпа, çапла та шутлатăп вара: тен, шăпах Мускав валли уçă чÿрече уçакан Айхисем çитĕнтерме тертлентереççĕ пуль кунти халăха? Айхи пек ишсе тухаканнисем вара ĕнчĕ пек пулаççĕ, деградациленсе юлнисем - çум çумлама та тупă валли (Афганистан-Чечнесенче юн юхтарма) юравлă...
Влаçа лекнĕ пĕр «ăсчах», пулса пĕтеймен ученăй, хăй вăхăтĕнче наука статйисем çырмалли плана Балти çĕршывĕсенче тухакан мал шухăшлă журналсенчен статьясем сăптăрса илсе тултарма хăнăхнăскер, хурлăхлă митингра та пире чăвашлăхран пистерес лозунгсем вĕçтерчĕ: ан манăр, Айхи вырăс чĕлхине пула çапла чаплă çын пулса тăнă имĕш! Часрах вырăсланăр, чăвашсем, федеративлăха - халăхсен танлăхне - пĕтерсе шовинизм ялавĕ айĕнче унитарлă («единая!») «пуласшăн» Раççейĕн çынсăрла политики çакна кĕтет, часах наци патшалăхĕсене те пĕтеретпĕр, хатĕр пулăр, хăвăрăн чăвашлăха хÿтĕлесе халăх прависем çинчен калаçма ан хăйнă пултăр тени ĕнтĕ ку...
Анчах çак мĕскĕн çыннăмăр, пĕрремĕшĕнчен, сахалтан та çакна манать: Айхишĕн вырăс чĕлхи вăл инструмент кăна. Вăл малтан чăвашла çырнă сăввисемпех чăваш поэзине çĕнĕ сасă илсе кĕнĕ. Кайран та вăл, тĕпрен илсен, куçарусем урлă, тăван сăмахлăха калама çук витĕм кÿрсе хăварчĕ, çав витĕм - ĕмĕрлĕхе! Айхи - чăваш поэзийĕн Кĕçттенттин Ивановпа Çеçпĕл Мишши евĕр çуп юппийĕ. Тепĕр майлă каласан, чăваш поэзине К.Иванов хыççăнхи - Çеçпĕл Мишши хыççăнхи (Миттапа Хусанкай поэзийĕ) - Айхи хыççăнхи тесе саккунлах пайлама пултаратпăр. Вырăсла çырасси вара - пач урăх япала, Айхи вырăсла çырнине паян чăваш çыравçисене вырăсла çырас чир ернипе ан пăтраштарăр! Вĕсен чылайăшĕн ни чăвашлинче, ни вырăслинче сăмах куписĕр пуçне ним те çук, вĕсем чи лайăх çырсан та, Айхи калашле, 100 çул каялла çырнă евĕр çеç çырма пултарĕç, Айхине вара вырăсла çырма хистекенни чи малтанах - Пултарулăх шыравĕ! Халиччен каламанла каласси! Калăп енĕпе те, синтаксис енĕпе те, лексика енĕпе те, пунктуаци енĕпе те, калăплав илемĕ (дизайн) енĕпе те, ÿнерпе тата кĕвĕпе пĕтĕçÿ (синтез) енĕпе те. Шухăш, танлаштару тата символсем пирки, кирлех-тĕк - фабула (сюжет) пирки калама та кирлĕ мар. Тата, паллах ĕнтĕ, çакна ăнланакан пархатарлă вулакан е чи сахалтан та тава (диалога) кĕме пултаракан вулакан кирли пирки те манар мар. Сахалтан та, чăваш калашле, пысăк ялта ухмах нумай - пултарулăхри авангардлă шырава ăнланакан паллах ĕнтĕ 100 миллион ытла вырăс е вырăс чĕлхеллĕ халăх хушшинче 2 миллионран та сахал чăвашсен хушшинчинчен нумайрах (хăйне евĕр ирĕклĕ пурăнакан, хăйне пĕтĕм мĕн кирлине экстенсивлă (тытса илнĕ) майпа тивĕçтерекен, пофигистла психологиллĕ халăх хăюлăхĕпе чурара пурăнакан халăх хăюсăрлăхĕ пирки каламасан та). Анчах ку - шучĕпе илсен. (Тĕрĕссипе, ку аксиома мар, пулма та пултараймасть - ун пек пулсан, тĕнчере нимĕнле тупăшура та Китай çыннисĕр пуçне никам та мала вирхĕнсе тухма пултармалла мар килсе тухать; апла-тăк, вăйра урăх критерисем те пур.) Пахалăхпа вара ăнлану кунта та - Чăваш хушшинче - ытларах та пулма пултарĕччĕ, ахальтен-им чăвашсен тĕррине, юррине-ташшине тĕнчери калама çук пысăк шайри культура палăрăмĕсем тесе хаклаççĕ - апла-тăк, халăхăмăр Пултару ыйтăвĕнче нихçан та профан пулман! Айхи кашни ламппăчкăра ларакан пĕчĕк «Пименсене» курнă пек, авалтанах Чăваш хутлăхĕнче алĕçри кашни тĕвĕре, кашни сĕвемре, кашни кукрашкара, кашни çаврара вĕсене ĕмĕрлĕх ĕнчĕ шайне çитерсе якатса хитрелетекен пĕчĕк «Айхи» пулнах! Арсем хушшинче, тен, хăйне евĕр ĕç пайланăвĕ пулма та пултарнă - хирти чăваша йывăç япала каскалама меллех мар - йывăç сахал тейĕпĕр, анчах та хĕрарăмсем вара кашни хăй алĕç ăсти пулни каламасăрах паллă, çавăн чуль тухья-тевете, масмак-сурпана «Паха тĕрĕ» фабрика çĕлесе сутман-çке! Чăвашстанра XYI-XX ĕмĕрсенче, уйрăмах Айхи вăйпитти пулнă XX ĕмĕрĕн 50-90-мĕш çулĕсенче Тăван сăмах, Тăван чĕлхе, Тăван культура ирĕклĕ саркаланса пурăннă пулсан, Ирĕклĕ Пултару уçлăхĕ официоза пула тăвăрланман пулсан, çавна май Айхин пултарулăх шыравĕсен ахрăмĕ янрамалăх Культура Уçлăхĕ йĕркеленнĕ пулсан (калăпăр, Балти тăрăхĕнчи пек), Айхи нихçан та вырăсла çырма куçас çукчĕ. (Тен, ун вырăсла куçарăвĕсем çав-çавах вырăс поэзине паянхи пекех витĕм кÿнĕ пулĕччĕç.)
Хăйне Тăван çĕршывра хĕсĕрленĕ çулсенче çамрăклах чикĕ леш енне эмиграцие тухса кайнă пулсан, тен, Айхи акăлчанла е французла çырнă пулĕччĕ (сăмах май, вăл телевидение французла интервью панине 1994 çулта Парижра хам курнă-итленĕ) - вырăс писателĕ Набоков акăлчанла çырса чапа тухнă евĕр. (Тен, эмиграцие кайманни те пирĕн, чăвашсен, пуçĕпех вырăса парăнса пурăннин чирĕн палли пулнă-тăр.)
Иккĕмĕшĕнчен, Айхи, хăш-пĕр политиксем пек, пархатарсăр çын пулман - вăл вырăс чĕлхи хăйне уçса панă анлă тавракурăмпа пултару меслечĕсемшĕн парăмне тулли татнă - вырăс чĕлхине тата вырăссен авангардлă поэзине витĕм кÿрсе пуянлатса хăварчĕ, вĕсен тĕнчери ят-сумне çĕклерĕ. Пĕтĕм тĕнчери чи паллă славистсем, Европăран Америкăна тата Японине çити, - «айхиçĕсем» («айгистсем»), вырăссен хăйсен те чи паллă литература тĕпчевçисем Айхи XX ĕмĕрти тĕнчери чи паллă 10 поэтран пĕри теççĕ, унăн вырăсла поэзине ХХI ĕмĕр поэзийĕ тесе хаклаççĕ, ăна эпир халиччен поэзие хаклама хăнăхнă виçесемпе хаклама та май çук теççĕ (сăмахран, Мускав университечĕн профессорĕ Владимир Новиков). Акă мĕн каланă вăл Сăвăçăмăр вилсен «Эхо Москвы» радио урлă: «Кончина Айги дает возможность говорить о масштабе поэта, его месте в отечественной и мировой поэзии. Это был гениальный поэт, человек, который создал свой поэтический мир и сам этому миру соответствовал: предельная простота, естественность и абсолютная новизна формы, потому что всякая человеческая незаурядность всегда нова».
Вырăс патшалăхĕн ертÿçисен вара пархатарĕ çитмерĕ - Айхи вилсен Путин хурланăвне те, вырăс чĕлхине хÿтĕлекен ятарлă фонд ертÿçи Путина госпожа хурланăвне те, Раççей культура министрĕ Соколов хурланăвне те илтмерĕмĕр. Литературăри тĕп хаçатсем те Айхи вилĕмĕ пирки таçти мур шăтăкĕнчи кĕтесре çеç хыпарлаççĕ. Пурăннă чух «официаллă мар» пулнă маэстро вилсен те çав виçепех хакланать иккен.
Çапла тав тăвать импери.
Тĕпрен илсен, вырăс поэзине аталантарса, чутах Нобель премине илмен çынпа та çапла хăтланма пултарсан, кама сума сăвать вара çак влаç? Хуравĕ паллă - никама та. Влаçри ушкăнĕ маррисене, паллах.
Тĕрĕссипе, импери кăна çапла тав тума пултарать.
Кунти влаç та çав-çавах Айхине ăнланманни тата хисеплеменни çакăнта та курăнчĕ: официаллă некролога Айхи тăрă шыв çине кăларнă КГБ стукачĕсем те алă пуснă! Хăй пурнăçĕнче Айхи тата юлташĕсем чылайăшĕ КГБран нумай хĕсĕрлев тÿснĕ, хăш-пĕр юлташĕсене вĕлерни те вĕсен çылăхĕ пулма пултарать тетчĕ вăл, çавăнпа искусствăллă изоляцире пурăннă Айхи малтан хутшăнушăн савăнса тата çав çыннăн чăн сăнне пĕлменрен çывăхланнă стукачран тахçанах сивĕннĕ! Чăваш тĕнчинчи чи паллă çынсемпе çапла çывăхланса шăршласа тухнă çав стукач халь Айхи вилĕмĕшĕн хурланма йыхăрать пулать... Ку вилнĕ çыннăн ырă ятĕнчен кулнă пекех! Е влаç пĕлменнипе, е пĕлсех çапла аташать... Чăннипе те, аса илме намăс пулин те, Айхи пумилккипе те çав этемкке хăйĕн пĕр театрта темиçе çул выртакан начар кăна пьесине ларттарас тĕллевпе режиссера тапăнма çеç усă курчĕ (студент çулĕсенченех стукач пулни, çамрăкранах чуна сутма вĕренни шалтан йăлтах аркатать иккен)...
Çавăнпах пирĕн ниепле те Айхи чун-хавал еткерне влаç аллине, влаç алли паракан тулă кĕрпине сăхса тăранса пурăнакан кайăксене памалла марри яр уççăн курăнса каять. (Сăмах май, Айхи çыравçăсен нимĕнле пĕрлешĕвĕнче те тăман!)
Виççĕмĕшне те манса каймалла мар. Айхи тăван чăваш чĕлхишĕн те нихçан та пархатарсăр пулман. Çакна çÿлерех каланисем те йăлтах çирĕплетеççĕ. Тепĕр самант çеç хушар.
Айхине пытарнă хыççăн чăвашсен пĕр паллă çынни хыпалансах пĕлтерчĕ: Юхха сăмаха çывăх ятлă пĕр чăваш графоманĕ, тĕрлĕ политика сăлтавĕсене пула хуть те хăш режима та юравлăскер, пикенсех ĕнентерет иккен: Айхи паспортне хам курнă, «еврей» тесе çыртарнă, çавăнпа ăна еврейсем çеç мухтаççĕ...
Пĕр енчен, еврейсем - асаплă та тертлĕ шăпаллă халăх, тĕнчене вĕсем витĕм кÿресси ăспа пĕлÿ урлă пырать (Раççейри еврейсен 90 (!!!) проценчĕ аслă пĕлÿ, вĕçленмен аслă пĕлÿ е техникум пĕлĕвне илнĕ! Аслă пĕлÿ илнисен шучĕ еврейсен 1990-мĕш çулсенче 68 процент пулнă, вырăссен - 16-18 процент, чăвашсен - 6-7 процент), апла-тăк - еврей мухтанăшăн савăнмалла çеç. Чи пĕлтерĕшли вара, Айхи - тĕнчере чăваш ятне Николаев космонавтран та çÿллĕрех шая çĕкленĕ çын. Тĕнчен хуть те хăш кĕтессинче пичетленнĕ кĕнекинче те вăл ялан чăваш ятне сăваплăлатнă. Ĕненменнисен е çакăншăн савăнакансен Шупашкарти Чăваш наци кĕнекесарне (библиотекине) çеç пымалла. Унта Айхи Чăваша Çĕр чăмăрĕ çинче лартнă Палăксем упранаççĕ.
Анчах кайран элекçĕсене питрен сурма ан манăр. Пĕри те пĕри сурмасан, катăк ăслă элекçĕсем кашни маттур чăваша, çапла вара тăван халăхăмăра та тĕп тăвĕç. Айхи вара Тăван Халăха пуринчен те мала хунине хăй вилĕмĕпе те кăтартса пачĕ. Пирĕн халăх вăйĕпе еврейсемпе е чечченсем евĕр ытти маттур халăхсемпе кĕрешме усă курас текенсем хыççăн каймалла мар (кĕрешсен те, пире пусахлакан халăх - еврей халăхĕ мар, урăххи), ТĂВАН ХАЛĂХ ВĂЙНЕ хамăр чăваш пулса саркаланса пурăнма, кирлех-тĕк - хамăра Турă-Çутçанталăк панă Аслă Правасене, çав шутра -культурăри правасене хутĕлеме, хамăр хушăран тухакан çĕнĕ Айхи пек генисене çитĕнтерме, хамăр хушăри чăваша таптакансемпе кĕрешме, хамăр чунри нишлĕлĕхпе, хамăр хушăри нигилизмпа кĕрешме çеç тăкакламалла - çакна тума епле те пулсан вăй çитересчĕ, ытти валли пирĕн халăхăн ытлашши вăй-хăвачĕ çук.
Айхине варалама хăтланакансен тепĕр юратнă теми -унăн çемйисем. Çапла, Айхи темиçе те авланнă, ачисем те нумай. Анчах çакна яланах асра тытмалла: аскăн пулнипе мар, пурнăçĕ çапла килсе тухнипе.
Юратăвĕсем вара пулман мар-тăр. «Тем те пулĕ кайран...» йĕркесемлĕ хайлаврах каччă енне сулăнакан сăвăç çитĕннĕ хĕре куç хывни-сăнани палăрать, юратупа пуçне çухатнă хĕр çитĕннĕ каччă мăшкăлĕ пулнăшăн кулянать. Ялта та, Патăрьелĕнче вĕреннĕ çулсенче те сăвăç туйăмсемсĕр пурăнманах ĕнтĕ. Каярах чăваш пикисем «чарлан пекех хура ураллă» вирьял хĕрĕсем таранах поэт куçĕ умĕнче, хăй те вĕсен умĕнче пулнă. Çирĕм çулта чухне Айхи Байкал хĕрринче тĕл пулнă ÿт-пÿпе чун илемĕн пуççавăруллă тĕслĕхĕ пек хĕре, пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех Н.Ч. саспаллисен чаршавĕ хыçĕнче пытанса юлнăскере, вилсе каясла юратса пăрахни те паллă - темиçе те пĕрле пулма Турри май туса панă пулин те, шăпи уйрăм килсе тухнă, çав пике Сăвăçшăн яланлăхах хавхалантаракан инçетри çăлтăр çути пулса юлнă. Хамăр калаçусенчен çакна та пĕлетĕп: чăвашăн маттур арне хăйне кăмăллакансем те Шупашкартан Европа таранах пулнă. Анчах, Айхиллех каласан, «я знаю то что знаю» (сăвă йĕркин пĕр пайне уйăрса илсе вырăнсăртарах цитатăланăшăн ытла та тăкăскă эстет-айхиçĕсенчен каçару ыйтатăп, ку сăвăри пĕлтерĕшпе çителĕклĕ тарăн çыхăнман сăмах вылятăвĕ çеç - çавăншăнах ăна экспромт юратнă Айхи те тиркемен пулĕччĕ), пурнăç ăна чи çывăх çывăхлатнă çынсем çинчен кунта каласа хăварни пĕрре те пăсăк пулмĕ.
1957 çулта пĕрлешнĕ Ирина Ракша çыравçăпа çур çул çеç пурăннă, ачисем çук. Çак украин-вырăс калама çук чиперккипе чăваш каччи инçетри Çĕпĕрте паллашнă пулнă, вăл Ева Николаевнăпа пĕрле Тимирязев академийĕнче вĕреннĕ (тĕрĕссипе, тетĕшĕн юратăвне пула йăмăкĕ çавăнта вĕренме лекнĕ). Иккĕмĕш хут вăл 1965 çулта вырăс хĕрарăмĕ Наташа Алешинăпа пĕрлешет, Энтрипе Элекçей ачисем ашшĕне пытарма та килнĕччĕ. Мăнаслашшĕ ячĕллĕ Энтрин 3 ача, Мускавра пурăнаççĕ, куравсем йĕркелесси енĕпе ĕçлет. Кукашшĕ ячĕллĕ Элекçей паллă мусăкçă, пытарма арăмĕ - Франци майри Клод та ятарласа Парижран килнĕччĕ. Пурăнма Мускавра та, Парижра та пурăнаççĕ, ывăлĕ Иван тин çеç çулталăк тултарнă. Сăвăçпа пурнăç тăвасси çăмăл мар, 8 çултан Наташăпа Гена уйрăлаççĕ. 1975 çулта вăл Мария Барабашпа пĕрлешет, Артема хăйĕн ятне парать. Çак еврей юнĕ пур хĕрарăмпа Сăвăçа калама çук вăйлă туйăмсем çыхăнтарса тăнă. Иннокентий (Айхи ывăлне хăй асла хуракан Иннокентий Анненский поэт ятне панă пулас), Константин (ку ят та Айхишĕн аслă тетĕшĕ пек пулнă Константин Богатырев ячĕпе пулас), Вероника çуралаççĕ (вĕсем кунта килеймерĕç, ашшĕпе Мускавра сывпуллашрĕç). Ывăлĕсем пурте компьютерсемпе çыхăннă, хĕрĕ француз чĕлхи ăсти пулать. Анчах выçăллă-тутăллă пурнăç, малта ниçта та çутă палăрманни хăй ĕçне тăвать-тăватех - 11 çултан ку мăшăрлану та арканать. 1989 çултанпа вăл вырăс, анчах еврей юнĕ те пур Галина Куборскаяпа мăшăрлă. Пĕрлехи ачисем çук, анчах пытарма Галина Борисовна ывăлĕ Василий те, хĕрĕ Машата килчĕç, вĕсем Сăвăç хушаматне илмен, анчах Айхине ашшĕне юратнă пекех юратаççĕ. Кунсăр пуçне Айхин Шупашкарта ашшĕ вилнĕ хыççăн уйăхран 7 çул тултарнă хĕрĕ Анюк ÿсет - ашшĕн хăй хыççăн чăваш хăварас ĕмĕчĕ, ашшĕн кунти килĕнче пурăнать. Вăл ашшĕ патне Мускава пульницăна та кайса килчĕ, Шупашкарта та сывпуллашура Айхин ытти ачисемпе пĕрлех малти ретре ларчĕ - йăмăкне аслисем питĕ юратаççĕ. Надежда Сельверстрова сăвăçпа (Аня амăшĕ) Айхин ытти ачисем те, Галина Борисовна та ырă хутшăнура, Мускавпа та, Парижпа та тăтăш çыхăнура тăраççĕ. Куратпăр, Геннадий тетен çемье шăпи те çăмăл мар, анчах, чи кирли - çынсăрла мар. Çавăнпа та унăн çемйин ыйтăвĕпе спекуляци туни - хăй çынсăрлăх.
Айхине пирĕн, чăн чăвашсен (кунта каллех хăйсене чăн чăвашсем текен йăхташăмăрсенчен вĕсем хăйсене калакан пĕлтерĕшпе çав сăмаха тивĕçсĕр хамăра -кунти чăвашсене палăртма усă курнăшăн каçару ыйтмаллах, вĕсем пире хамăр тĕне сутнăшăн, вырăс тĕнне парăннăшăн сутăннă чăвашсем е крещĕн чăвашсем теççĕ, хăйсем вара -паян кунчченех авалхи тĕнĕмĕрпе пурăнакансем - чăнннипех чăн чăвашсем; анчах эпĕ кунта çак терминпа хамăра тĕне кура тата 200-300-400 çул каялла парăннипе парăнманни тăрăх уйăрма мар, авал парăннисенчен паян каллех парăннисемпе парăнманнисене уйăрма - халлĕхе чĕлхипе вырăсланман чăвашсене чĕлхипе вырăсланнă («прочвинутăй») чăвашсенчен уйăрса палăртма усă куртăм, мĕншĕн тесен хăйсен ачисене чăваш чĕлхи парайманнисемех халь темле вырăсла чăвашлăх аталантаратпăр тесе чăнласах сÿпĕлтетме пуçларĕç- çерçилле чимлетекен тăрисем çитĕнтернĕ эксперимент ăнăçлă вĕçленнĕ тесе пуль, халь ĕнтĕ çерçилле чимлетекен кашкăр çурисем çитĕнтермелли империллĕ сăнава пикенсех хутшăнасшăн ахăр) - пусарсах калатăп: Айхине чăн чăвашсен тата та ытларах, тата та вăйлăрах юратмаллин, ун пултарулăхĕпе тата та нумайрах, тата та тарăнтарах кăсăкланмаллин тепĕр сăлттавĕ те пур. Тĕрĕсреххĕн, Айхине «прихватизацилеме» хатĕр тепĕр вăй. Ку вăл - чее те тискер влаç та мар, наци культурин хупă консерваторĕ те мар, ку - авангардлă сулăмра кăштах пултарулăхра палăрнă, анчах Шупашкарта тымар янă наци нигилизмĕпе курнăçланакан ушкăн. Вĕсенчен чи чарусăррисем пумилккерех «Дело Айги продолжим!»-тесе тостсем калама пуçларĕç. Айхине пĕрре килĕшсе кайнă пĕр стильпе ÿкерме пĕлни пулать-и-ха вăл? Халь пурте çапла ÿкерме пуçлани Айхи ĕçне тăсни пулать-и-ха? Аптриш... Шел пулин те, çак ушкăнра халăх культурин нуши-тертне ăнланакан е хăйсен пултарулăхĕпе е çемье аталанăвĕнченех ăнланма тивĕç, анчах шăпах çав суя эстетлăх, çирĕп шăнăрсăрлăх е, тÿрккестереххĕн каласан, пофигизм чирĕпе чирленипех чăн наци ÿнерĕнчен пăрăнса кайма пултаракан çынсем те пурри - наци трагедийĕн пĕр синкерĕ. Хăйсен çемйинче чăвашла калаçайман, хăйсем хыççăн чăваш хăварайман çынсем чăваш ÿнерĕ ячĕпе калаçни, «чăваш культурин пуласлăхне хыватпăр» тесе хăлаçланни, чăваш литературине е журналистикине аталантаратпăр тени тата çав сумлă ĕçсен авангарчĕ пек курăнма хăтланни - икĕпитлĕ пулăм. Çитет, пирĕн ун пекки пĕрре пур ĕнтĕ - Иван Яковлев. Такам валли чăваш çырулăхĕ туса хăварнă - хăй хыççăн мăнукĕ-таврашĕ вырăс та пур, француз та - чăваш çеç çук.
Мĕншĕн вĕсен ĕçĕ Айхи еткерĕпе çыхăнманнине малтанах каланисем уçса параççĕ те ĕнтĕ. Çакна çеç хушар: Айхи аталантарнă вырăсла тата авангардлă ÿнер те пĕтĕмпех чăваш халăхĕн традициллĕ (авалтан килекен сăмахлăхĕнчи-культуринчи, эппин) пуян шухăшлавĕ, культури, йăли-йĕрки çинче тытăнса тăрать - ахальтен мар ĕмĕрсен ĕмĕрне юлмалли хайлавĕ те («Поклон-пению») Атăлçи халăхсен еткерĕ çинче никĕсленнĕ. Çакăн пытарăнчăкрах тăракан тĕллевĕ те вара юлашкинчен, тĕрĕссипе, тăван халăхĕн культуринех шурлăхра пăнтăхасран хăтарасси, ăна вилехаллĕн мар - чĕррĕн упрасси, тĕлĕрÿрен вăратса, паянхи кун ыйтакан калăпсем урлă та аталантарасси пулнă. Çавăнпах Айхи çырнă, куçарнă кашни сăмах паян пушшех тăван чăваш халăхне панă ХАЛАЛ пекех илтĕнеççĕ. Чăваш сăмахне, тăван культурăна, хамăрлăха, пĕртен-пĕр Чăваш патшалăхне упраса аталантарас кулленхи кĕрешÿпе тан ĕçре çакна асра тытса пурăнни, Айхин хуçăлми пурнăçĕн тĕслĕхĕпе витĕмлĕ сăмахĕ пире те хуçăлмасăр пурăнма тата çĕнтерсе пыма, чăвашлăхра саркаланса пурăнма, халăхсен танмарлăхне, нацие мĕскĕне хăварнине хирĕç тăма хавхалантарни аслă сăвăçăмăра лартнă чи мăнаçлă палăк пулĕ.
Çапах та еткер тĕпчевĕнче чи пĕлтерĕшли, паллах, - пултарулăх ыйтăвĕсем. Тем пек тирпейлĕ пулнă пулсан та, Айхи хайлавĕсене пĕр çĕре пухасси - çăмăл ыйту мар. Теçеткешер çула тăсăлмаллискер. Пĕрех ку енĕпе те Айхи телейлĕ - унăн ку енĕпе ĕçлеме хатĕр тÿрĕ еткерçисем те, пултарулăх еткерçисем те пур. Айхи пултарулăхĕ пире хăварнă пуçватмăшсем вара тем чухлех. Кунта пĕрне çеç асăнам. Айхине тĕнчипех куçараççĕ. Çав шутра - кÿршĕ тутарсем те. Паллах, вырăсларан куçараççĕ. Анчах чăвашсен мĕн тумалла? Вырăсла çеç вуламалла (вырăсланмалла) е куçармалла? Тата - кам куçарĕ? Айхи чухлĕ сĕтеклĕ чĕлхеллĕ куçаруçă тупăнĕ-и? Вырăслисенчен чылайăшĕн никĕсĕнче (Айхи бриллиант шайне çитернисенче) - чăваш сăмахлĕхĕн ахахĕ, вĕсене каялла чăвашла куçарнă чух тан ахах пулса тухĕ-и? Кулăшла илтĕнмĕ-и?
Ыйтусем, ыйтусем... Пĕтĕмлетсе каласан, Айхи çитĕнĕвĕсемпе йăнăшĕсене, унăн мухтавĕпе трагедине тĕпчемелле те тĕпчемелле-ха. Айхи Академийĕ, Айхи Институчĕ, Айхи Центрĕ кирли куçкĕрет.
Г.Куборская-Айги Патăрьелĕнче пумилккере каланă пек, Аслă Сăвăçăмăрăн еткерĕпе ĕçлени çеç пирĕн çĕр йăтайми хуйха та кĕрхи каç пек тунсăха кăшт пусарма пултарĕ.
Урăхла каласан, Айхи вилнĕ, анчах - сывă пултăр Айхи!
Чăваш Айхи. Чăвашсен Айхийĕ.
Пирĕн Айхи.
2006 ç. нарăс-пуш
"ИНТЕРХЫПАР/INTERHIPAR" хаçатран илнĕ, ятарлă "Асăну" кăларăм, 2006 ç. нарăс 21 - ака 1
|
 |